Серепене çакланчĕç
Йĕркене пăснине асăрхать, çул çӳрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн ĕçченне ярса парать. Кам, ăçта, мĕнле саккуна пăснине çырса пĕлтерет. Çул çинчи инспекторсем тĕрĕс мар çул çи не тăракансене тӳрех тытаççĕ. Чăваш Республикинче «Эрешмен карти» çĕнĕ тытăм ĕçлет. Хальхинче йĕрке хуралçисемпе пĕрле çул çине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тухрĕ.