«Санăн йыхравна эп илтрĕм» монодрама
Афган вăрçи хăварнă суран, пĕчченлĕх ыйтăвĕ тата ытти те. Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Ольга Туркай хайлавĕсем тăрăх лартнă «Санăн йыхравна эп илт рĕм» монодрама тухрĕ. Палăртнă спектаткль Чăваш Республикин грантне тивĕçнĕ. Çĕнĕ технологи хатĕрĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ курава халăх мĕнлерех йышăннине Юлия Адюкова репортер каласа парĕ.