Ĕçне кура — хисепĕ
Ĕçне кура — хисепĕ. Александр Степанов тăрăшăвне Раççей шайĕнче те асăрхарĕç. Вăл кăçал çĕршывра пĕрремĕш хут йĕркеленĕ тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен конкурсн е хутшăнса лауреат пулса тăчĕ. Тупăшăва 68 регионти тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем пухăнчĕç. Раççей шайĕнче Чăваш Ен чысне хӳтĕлеме çăмăл пулнă-и-ха? Çак тата ытти ыйтăва эпир Александр Марсовича хăйне парăпăр.