Тӳлевсĕр юридици пулашăвĕ
«Цифровая экономика» наци проекчĕпе социаллă пулăшăва тивĕçекен çынсем юридици пулăшăвне тӳлевсĕр илме пултараççĕ. «ТелеМФЦ» çĕнĕ сервиспа усă курса çынсен хăйсе н прависем пирки онлайн мелпе пĕлме май пур. Юридици пулăшăвне килтен тухмасăр илес текенсен патшалăх пулăшăвĕсем паракан пĕрлехи порталта регистрациленмелле. Онлайн пулăшăва илме нумай функциллĕ центр сайтне кĕмелле е QR-кодпа усă курмалла. Хăвăра кирлĕ уйрăма тупса вăхăтне тата кунне палăртмалла. Документсен электронлă копине кĕртмелле те палăртнă кун юристсемпе çыхăнăва тухмалла