Бичурина халалласа — конференци
Авăн уйăхĕнче чăвашсен тата тепĕр мухтавлă ывăлĕ çуралнă. Çак кунсенче республикăра Никита Бичурин кун çути курнăранпа 245 çул çитнине анлă паллă тăваççĕ. Шупашкар р айонĕнче Кукеçре çак пулăма халалланă наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.