Хăйсен ĕçне яваплă пурнăçлакансем
Сăмахпа ăста усă курса вулакан, итлекен, куракан патне хыпара вăхăтра илсе çитерекенсем, паллах, журналистсем. Хаçат-журналта, радио е телевиденинче вай хурать-и журналист, вĕсем пурте пĕр тĕллеве пурнăçлаççĕ – хăйсен яваплăхне туйса кашни пулăма, кашни пĕлтерешлĕ хыпара халăх патне витĕмлĕ те васкавлă илсе çитерме тăрăшмалла. Хăйсен професси уявне паллă тунă май маттур та хастар, хăйсен ĕçне тивçĕлĕ т е яваплă пурнăçласа пыракан ăстасене правительство çуртĕнче чысларĕç.