Пĕр ĕмĕр финанс тытăмĕнче
Раççей Федерацийĕн тĕп банкĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕ 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл ытти банксемпе танлаштарсан чылай уйрăлса тăрать. Унта счётсем уçмаççĕ. Ç ынсене кредитсем те памаççĕ. Наци банкĕ республикăри финанс тытăмĕн ĕçне йĕркелесе тăрать. Урăхла каласан - укçа-тенкĕпе кредит политикишĕн, наци тӳлев системишĕн яваплă организаци.