«Поэzия русского лета» кĕнекепе паллашрĕç
Чăваш Ен – патриотизм туйăмне аталантаракан тĕслĕхлĕ регионсенчен пĕри. Çакна RT канал ĕçченĕсем те çирĕплетнĕ. Çавăнпах вĕсем «Поэzия русского лета » кĕнекепе пĕрремĕш паллаштарма та шăпах пирĕн республикăна суйласа илнĕ. Донбасса халăхне халалланă сăвăсемпе поэмăсене Шупашкарта пурăнакансем Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче итлерĕç. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.