Нумайăшне пурнăçланă, тумалли татах пур
Çул юсамалла, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленмелле, Çĕнтерӳ кунне хатĕрленмелле тата ытти те. Районти ертӳлĕх пуриншĕн те яваплă. Влаçра тăрăшакансе м вырăнти халăхпа канашласа ĕçлесен район та малалла аталанать. Шăмăршăсем çурхисене 10 пин гектара яхăн лаптăк çинче акма палăртаççĕ. Кăçал районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 200-е яхăн çын ĕç шыраса пынă. Студи хăнипе - Шăмăршă район администрацийĕн ертӳçипе Владимир Денисовпа — нумай ыйтăва уçăмлатма пултартăмăр.