Чăваш Ен Донбасса пулăшу кӳрет
Донбассра пурăнакансене Раççейре, вăл шутра Чăваш Енре те, тахçанах тăван халăх евĕрех йышăнаççĕ. Çавăнпа та йывăр вăхăтра вĕсене яланах пулăшу кӳме тăрăшаççĕ. Авăн уйăх ĕн 30- мĕшĕнче Чăваш Республики Донбасс тăрăхне черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатрĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре вара Раççейпе Донбасс, Херсон тата Запорожье облаçĕсенчи халăхсен пĕрлĕхĕшĕн иртнĕ референдума ырлакансем, Раççей салтакĕсене хавхалантаракансем митинг-концерта пухăнчĕç.